ПРЕДИСЛОВИЕ СПИСОК СОСТАВИТЕЛИ
Письмо: 1  2  3  4  5  6  7  ВАСИЛЬЕВ ПЕТР ВАСИЛЬЕВИЧ
  • Оригинал
  • Перевод

П.В. Васильев курсант çемйине çырнă çыру

1942 çул, ака уйăхěн 25-мěшě

Ырă кун.
Атте1, анне, Наççа, Анфиса, Матья сирěн патне аслă Тюмень хулинчен питě пысăк салам яратăп. Ну, кил-йыш, халь ěнтě маншăн ан кулянăр, ěнтě эпě питě лайăх пурăнăçпа пурăнатăп. Паян вырсарни кун пирěн выходной день, 6-7 сехетре çывăрса тăтăмăр та зарядкăна тухса кěтěмěр, унтан çăвăнтăмăр, ак халь письмо çыратăп, сěтел хушшине кěрсе лартăм та. Питě таса тумлантарчěç, веçех çěнě. Çитерме те лайăх çитереççě шап-шурă пăтăсем, çара çу, кулач параççě. Пулă чавса тăрăшшех, пěрре çисе курнă, çара çу вара. Только курсантсене тата боецсене табак памаççě, табаксăр хăрăнаççě. Ладно эпě табак туртмастăп, çавăнпа ěнтě 1600 тенкě укçа пухрăм. Нумай командирсемпе паллашрăм. Укçа питě нумай, киле ярас пулсан пěлтерěр, кěтетěп, пěр 1000 тенкине кирлě пулсан çырса ярăр. Укçапа ним илме те çук, сěт пулсан сěт илěттěм. Сěт çук, çименни нумай пулать. Хуласенче пасарта пур тет, хулана кăлармаççě. Апат лайăх, но только сěт памаççě. Письмо тăрăшсах çырăр, ялтан пěр письмо та илмен. Конец.
Салампа П. Васильев.
Адрес: Омская обл[асть], гор. Тюмень, п/я № 3, квартира №  28, курсанту Васильеву Петру Васильевичу.
На обороте: Кунта та çулла пулса çитрě, тăрисем, шăнкăрчсем и тата ытти кайăксем шăрантараççě юрра. Питě савăнăçлă!

Семейный архив М.В. Васильевой. Подлинник.

1 Тěслěхрен вуланă.

© БУ «Госистархив Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, 2024 г.

Loading...