ПРЕДИСЛОВИЕ СПИСОК СОСТАВИТЕЛИ
Письмо: 1  2  3  4  5  6  7  8  ДАШКОВ ПАВЕЛ АНДРЕЕВИЧ
  • Оригинал
  • Перевод

П.А. Дашков красноармеец çемйине çырнă çыру

1942 çул, пуш уйăхěн 29-мěшě

Сывă-и тăванăмсем!
Чи малтан ним çыриччен салам сире Маша, Мамак, Зинкă, Лизă, Ленкă тата Атия, апия, Алексия и инкесене те килěшěпех пысăк, çурхи кăчăкă праçник кунхи сар хěвел пек салам ярап. Мěншěн тесен, паян кăчăкă праçник кунě, питě хурланать чун, çавăнпа çырас терěм çыру. Эпě пока таса та сывă, сире те çавна сунап! Пиччен, Хветекeн, Хунчăкамaн, Мишăн адресне çырса яр ман пата, вěсем патне янă чух салам яр манран. Манран миçе çыру тата мěнле числора янă çырусене илнине çырса пěлтерсе тăр. Килти пурнăç çинчен çыр тата ялти хыпарсам çинчен çыр. Камсем салтака кайрěç? Константинов Егор çинчен кайран.
Эпир пока ялта пурнатпăр, анчах та вырăна çитсе, нимěçсене хăваласа кăларса янă ялта тăратпăр, Смоленски направленинче. Маша, сăпаçипă сана, мана почет тунăшăн. Эсě мана почет туни ăшран тухмасть. Тата кěтетěп каллех çакнашкал почет санран, вара манăн пысăк ěмěт киле çавăрăнма тăрăшасси, садра юрлакан шăпчăк пек юрласа пÿрт-çурт тултаракан ачамсене пысăк тăвасси, ырлăх-пурлăх тăвасси, чипер – лайăх пурнасси, çăкăр тăвар çиесси, ялан савса пурăнасси. Вот мěн! Рынтина ман кăмăл туллиех çимěç илсе пытăн, питě кăмăллă турăн мана. Кăмăл тулли савнăшăн, тутлă апатсем илсе пыни тата сăра-эрехě те куç тулличчě. Куçпа пăхса тăрантăм, тăранмалăх та илсе юлтăм. Но анчах та чунтан-чěререн хуйхăрса макăрасран çур литрне каялла парса ятăм. Вăл çур литр мар. Ман, вăл манăн тутлăх, хăть те эп киле тавăрăниччен пурăнмалла, пěрле чухне епле ялан тата пурăнса çапла пурăнмалла сирěн, и яланах вăл тутлăха ан пěтерěр кил-çуртра, эп таврăннă çěре те тутлăх татах пурăнтăр, тутлăха выçă ан хăварăр.
Эпě çавăн чухне илсе пынă апат çимěçсене халь те тытса пырап, каласан та, суя темелле. Çынсем уже 3 эрне каяллах çисе ячěç, ман паян кăчăкă праçник кун çу пур, çур банкă ытла-ха, ăна анчах çиме пуçларăм, сахăр пур-ха, çур пашалу, сухарисем пур-ха. Атте чăкăтне поезд çинче килнě чух çисе ятăм, а çутине поезд çинчен ансан, пěр талăк кунěн-çěрěн утнă хыççăн ěçсе ятăм. Вот мěнле манăн тутлăх. Ман юлташсем тěлěнеççě эп çу çининчен, сахăр, пашалу тата сухари çининчен, ман хальччен çу мар, хура сухари пулсан та пěр тěпренчěк юлас çук теççě.
Маша, манăн килех пырас шухăш, эпир килех пыратпăр, манe-мěнне каламас, но нумаях пурăнмастпăр.
Маша, манăн пěр хуйхă, эпě сысна илсе парса хăвараймарăм, эсě она обязательно ил. Вообще выльăхсене тěрěс усра, кил таврашне тирпейлě усра, юр кайсан çав нÿхреп çине обязательно вит, ыттине витеймесен те. Çи пуçсене лайăх пăхса усра, чěр тирсем пурччě, çавсене май пулсан, укçалла тутарса хур, а тырă-пулă вообще çимелли тавраш ан сут и ан тутар çималли таврашла. Асту, ан ман, çимелли пек хакли ним те çук, кунта çăкăр-тăварăн хакě те çук, а Мускавра пăт çăнăх пин те икě çěр тенкěччě (1200 р.).
Но урăх нимех те çук çырмалли. Смотри эп çыру вěрентсе çырнăшăн ан пăшăрхан, вăл малалла лайăх пурнăç тăвассине вěрентет, япăх пурнăçран аяккалла пăрăнассине вěрентет. Но Маша, кашни çырăва хирěçех ответ çыр! Хучашри хурăнташсене пурне те виç килěпех салам кала, тата эп тухса килнě чух пырса юлнă хунчăкамăн ерeкине салам кала, таса пурăнтăр, пысăк пултăр эп таврăниччен. Тата хунакамăнне те çанашкалах кала. Вěсене пурне те ман адресе пар, тата çыру çырччăр, эп çырнaччě, тен çитеймен вěсем патне.
Адрес: Действующая армия, полевая почтовая станция 681, 3-й стрелковый батальон, 1-й рота, Дашкову Павлу Андреевичу.
Ну, пока, сывă пулăр, пускилсене те салам калăр, Никифор адресне çырса ярăр. Эпир может пит инçех мар пуль пěр-пěринчен. Сывă пул Маша, санăн Павел Дашков.

Семейный архив А.Ю. Алексеева. Подлинник.

© БУ «Госистархив Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, 2024 г.

Loading...