ПРЕДИСЛОВИЕ СПИСОК СОСТАВИТЕЛИ
Письмо: 1  2  3  4  5  6  7  8  ДАШКОВ ПАВЕЛ АНДРЕЕВИЧ
  • Оригинал
  • Перевод

П.А. Дашков красноармеец тăванěсене çырнă çыру

[1942] çул, çурла уйăхěн 25-мěшě

Ырă куна ырласа письмо çырап сире юратса. Çакна вулама ырă кун пултăр сире пурне те. Чи малтанах салам сире пурне те. Ну, пичей, эсě арминчен килнине пěлтěм, кайран Маша çырса пěлтерчě. Эсě килнишěн питě хытă хěпěртерěм, латнă чупă килнě, пуçě таса пурăнсан аптрамăн. Эпě сирěн пата виççěмěш хут яратăп, эсир ма хут ямастăр, хут çитмест-и, мěн-и? Ну, кăшт хамăн пурнăç çинчен пěлтереп. Пирěн пурнăç мухтавлах мар, хăвах пěлен хальхи вăхăтра мěнле пурнăç. Пире çăкăр 700 гр параççě, апат кунне иккě çитереç, очерете çурçěр иртсен ик сехетпе тухса тăратпăр, ыйхă та çывăрмалли çук. Ĕç питě йывăр, выходной памаççě. Эпир 11 сехет ěçлетпěр, çăкăр çитмест çиме, хăвах пěлен Пичай кас-касăн çăкaр çитменнине, килти пурнăç мар, пурнăç япăх. Пире ěçленěшěн укçа памаççě, салтаксен чухлě анчах параççě. Эпир килти укçапа анчах пурăнатпăр. Килтен аппасем 400 тенкě укçа янă та ăна илтěм, укçа пулсан татах яччěр. Укçа питě вăраххăн пуçтăрaнать. Ыраш вырса пěтеретěр пуль, халь пěрре уйран пуçтарса кěртсен аптрамăр, пуçтарса кěртме йывăр пуль. Ну, пичче, ачасем таса пурăнаççě-и? Курас килекен пулчě! Часах çитсе кураяс çук, пире халех киле ямаççě.
Салам сире кил-йышпех, таса пурăнăр. Эп те çак хутран таса юлап.
Çак хут çитсенех письмо яр, çитсен тин мар. Но Пичай эсě правленине кěнěшěн хěпěртерěм. Ĕç пуçтарттарма йывăр пуль те нимěн те тумалли çук, ялта та рабочий çук пуль.

Семейный архив А.Ю. Алексеева. Подлинник.

© БУ «Госистархив Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, 2024 г.

Loading...