ПРЕДИСЛОВИЕ СПИСОК СОСТАВИТЕЛИ
Письмо: 1  2  3  4  5  6  7  8  ДАШКОВ ПАВЕЛ АНДРЕЕВИЧ
  • Оригинал
  • Перевод

П.А. Дашков красноармеец çемйине çырнă çыру

1943 çул, çу уйăхěн 5-мěшě

Сывă-и чунăмсем, Машă, Мамак, Зинă, Лизă, Ленă. Чи малтан ним çыриччен салам сире, салам чунăмсем. Но Машă урăх текех кун пек пулсан çырусем çырса яраймăп. Çак çырăва Тамбовски область урлă каçса кайнă чух, поезд çинче çыратăп та станцăра ярса хăваратăп. Пире Ростов-на-Дону фронтне илсе каяççě, скоро çитетпěр фронта, фронта çитсěн адрес яратăп. Но Машă эпě сиртен пěр çыру та илеймерěм. Хусанта пурăннă чух, килти çинчен ним те пěлмес, уже скоро 2 уйăх çитет. Но Машă хуть янă чух манран миçе çыру илнине çырса ярăр.
Но Машă манпа пěрле хамăр районсем пěр çын та çук. Красно-Четай районěсем Мăн Токанашсем Шелюков Феодор атă ěçлекенскер, тата Сундырский район Моркаш ялěнчи Неволин Петр Осипович пур, сектор ватăскер. Тата Аликовский район Синер ялěнчи Черенков Алексей Алексеевич пур, [19]24-й год рождения. Тата Сундырь районěнчи Ильинский сельсоветри Магазейни ялěнчи Скворцов Степан пур. Вот çав çынсенчен пěлме пулать, в случае тем пулсан. Аликово районěнчи Синер ялě, Вурнара кайнă чух вěсен ялě витěр тухса каймалла. Аликовăран тухсан инçе мар, 4-5 çухрăм анчах. Вěсен килте ашшě амăшěсем пур. Ачи авланманскер.
Ну, Машă, çак çырури иккěмěш йěркене апая вуласа кăтартăр.
Но Машă эпир халь питě инçе фронта каятпăр, пěлтěрхи пек çывăхра мар, çырусем час çитес çук, çавăнпа та халь асăнмалăх çырса яратăп, эсир те ярас тăвас пулсан лайăх çырса пěлтерěр. Тата майлă пулсан Лизăпа Ленкăна карточкă çаптарса яр. Ну, Маша, ним те çырма пěлместěп, килтине пěлмен пирки. Машă, тен таçта задани ěçлеме ярăсшăн пулаççě, смотри ан кай, ан хăра, кам унижать тăвасшăн çырса пěлтер.
Ну, Маша апат çимеллисем как можно лайăх тума тăрăшăр, тен хамăр та эсир ěçленине янтине çиме пымалла пулě. Но уншăн халех ан кулянăр только.
Çак çырупа çемйипех хěрÿллě салам яратăп тата хурăнташсене веçех: Хучашсене, хамăр кассене, Ирчемесене, Сăкăтсене веçех çемйипех салам яратăп. Ялти пěлěшсене, пыскаçсене веçех салам ярап. Но Машă çак çырăва 5-мěш майра Егор кун çырса яратăп. Но Машă эп иртнě çырура çырсаччě, что тěлěк курнине. Может быть киле чиперех çаврăнса çитеп пуль-ха. Хамăр Алекçи хура лаша утланса чăн килкěпě тăхăнтартнăскěр, утланса киле пырса кěчě те калать: эп тет ку лашана пěлтěр те аран тытса килтěм теть, кăçал та аран-аран тытса килтěм теть. Вара эп çав лашна чěлпěрěнчен çавăтса картана кěртсе хупрăм. Лаши хытă начарланнă, но чиперрипех, çитерсен чěрěлет теп пек хам.

Но, Машă, пока сывă пул, сан Павăл Дашков.
Но Машă эсир те мěнле тěлěксěм курнине çырса пěлтерěр тата мěн хăнар-хыпарсем пуррине веçех çырса пěлтерсе тăр. Но урăх ним те çырмалли çук, пока. Сывă пул мамак, сывă пул Зинка, сывă пул Лизă, сывă пул Ленă, сывă пул чунтан юратнă мăшăрăм Машă. Салампа сире, санăн Павăл Дашков.

Шывě тарăн шывě тăрă.
Шăвě тарăн шăвě тăрă хурсем ишеççě
Хайсен хурлăхлă юррине хурлăхлă юрлаççě.
Пурнăç лайăхчě, тус асěнче пурнаттăмăрччě
Хамăн çамрăк ěмěрěмре пулмас ыр курма.
Эп аманчăк, вěçейместěп, ларас пулать,
Ларас пулать хěл каçиччен кÿлě хěрринче
Хул аманчăк, алăм сусăр, илсе каяççě.
Илсе каяç çаплипелех вăрçма Гитлěрпа.
Вăрмантан тухать чěс тилě, пырать кÿль хěрне
Йăтать  каять хур кайăкне хура вăрмана.
Виçě тěрлě ачам парччě, Мамак та лайăхчě
ăшран тухми чун юратнă мăшăр Машă пур.
Сывă пулăр таса пурнăр, мамак та Зинă,
Сывă пулăр таса пурнăр Генăпа Лизă
Кил хуçийě, чунăм Машă пурнăç аллунта
Пěл эс пурăнма, пурнăç тытма.
Прощай. сывă пул!
Дашков.
(«Шывě тарăн» мотивпа вула).

Тăватă тăван
Тăватă тěрлě тăванăмăрччě тăватă çěрте,
Эпě каяп каллех вăрçма Гитлěр вăрçине
Питě  инçех хирсем урлă, аслă Сибирте,
Пурнать уйрăм тăванěсенчен, ашшě-амăшěнчен,
Тепри вилчě тăван çěр-шывшăн, вăрçăра вăрçса.
Çăмăл пултăр йывăр тăпри ěмěр-ěмěрех.
Пире çех юлчě, сана валли, апай ан макăр,
Кинě те пур, Рима та пур, чипěр лайăх пурăн,
Правуз туртать вакунсене, халăх тиесе,
Нитěм туртать çыру яма тăванăмсем патне.
Кайтăр тетěп çырусенě тăвансем патнех,
Пěлтěр тетěп пирěн çинчен, кайнине вăрçа,
Сывă пулăр, таса пурнăр савнă тăванăмсем,
Прощай, прощай, сывă пулăр чунтан-чěререн
Пěтеретěп хам юррăма, ěмěр асăнăр
Сывлăх сунăр, килех кěтěр темлě пулсан та!
Дашков.

Семейный архив А.Ю. Алексеева. Подлинник.

© БУ «Госистархив Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, 2024 г.

Loading...