ПРЕДИСЛОВИЕ СПИСОК СОСТАВИТЕЛИ
Письмо: 1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  ЯКОВЛЕВ МИХАИЛ ЯКОВЛЕВИЧ
  • Оригинал
  • Перевод

М.Я. Яковлев красноармеец çемйине çырнă çыру

1941 çул, çурла уйăхěн 26-мěшě

Ырă кун пултăр, чунтан вартан юратнă тăван çемье!
Паян 26.08 пěр 8 км стрельбищăна кайса килнě çěре 3 çыру килсе выртнă. Часрах винтовка тасатнă хыççăн алăсене çумасăрах вулама тытăнтăм. Халě ужин хыççăн çырăва çырма тытăнтăм. Малалла сирěн çырусене вуланă хыççăн аса илнисене ответлем. Çырусене виçěшне те 20.08 çырнă. Вуланă хыççăн савăнтăм та, хурлантăм та. Савăнасси çыру илнěшěн савăнтăм, хурланасси наоборот çамрăк ěмěрсем кěскерех пулнишěн (килте çемьепе сахал савăннишěн). Но, тен телей пулсан - малалла ěмěт. Çавăнпа ытла хурланма та, нумай шутласа пуçсене çěмěрсе тăнран тухса ан кайăр. Çырусене эпě маркăпа çырасси çапла пулчě. Пěрре – вăл конверчě çавăн пек пулчě, тепре – вăл маркăпа çырсан тÿрех почта еçěкне яратпăр, часрах кайтăр тесе, а маркăсăр ăна штабра печать пусаççě те тин яраççě.
Кунтан вěренсе тухсан, вăрçă чарăнмасан фронта политрук ěçне тума е тыла яраççě, çапла зарплата 550 тенкě пулмалла. Вăрçă чарăнсан вара киле яраççě паллах. Кунта чăваш ачисем чылай, пěр 30 ытла. Пěрле килнисем (хамăр районтан) пурте тăватсăмăрта пěрлех, пěр пÿлěмрех пурăнатпăр. Паллаканнисем урăх çук, Сироткин пур теççě те – лайăх пěлместěп. Ранец вăл сумкă, çурăм хыçне çакатпăр. Ун ăшěнче: котелок, пěчěк хутаçсем, шыв илмелли бокал, туалетные приборы, приборы для чистки винтовок, тата ыт. те. Ун çумнех шинеле чěркесе çыхатпăр. Çавна кашни кунах (кун каçичченех) йăтса çÿретпěр. Хулпуççисем ним пěлми пулчěç ěнтě.
Тыр пока 30 т[онна] пулсан, хотя бы «мěнпур укçапа» пěр 10-15 пăт илме тăрăшăр, Идочка. Юрăна çитерме возможность пур чух çăмарта пěр 5-6 вуншар, çу 10 кг илсе хур. Мěншěн какай çиместěр, качакасене е сурăхсене (хăшсене) пусăр. Купăста тата хăяр йÿçěтěр т. ыт. те.
Мучи пахчинче ун пек çěмěрттерме кирлě мар вěсене. Халех сельский совета кайса калăр та пускай мерăсем йышăнччăр, хăвăра калама лайăх мар пулсан. Пÿрте иккěшěнче те пурăнмалла тăвăр. Тулти алăкне мăкпа чышса витěр çÿремелле тăвăр, Иван Алексеева та пулсан тутарăр, эвакуированнисене яраççех. Вěсем халě татах та нумай килěç.
Çыру никамран та илеймен, Ваçкăсăр пуçне. Çавăнпа ерçÿ пулсан яланах çырма тăрăшăр. Сергей пиччесен Ванька мěнле пурăнать, пускай çыру çыртăр.
Ну, урăх нимех те çырмалли çук пулě, аса илеймерěм. Сывă пулăр! Да, Юрике питě пысăк сывлăх сунса герой пулма сěнетěп.
Юрик, привет тебе от папы. Читай и пиши. Учительсем армине каякансем тата пур-и? Ĕнер шинель илтěмěр. Да, насчет Цивильска тогда ничего не могу писать.
Ну ладно, сывă пулăр, салампа Миша Яковлев.
Местечко Карповка. 26.08.1941 г.
Çыру ыран 27.08 кăна тухса каять пулě.

Семейный архив Ф.И. Яковлевой. Подлинник.

© БУ «Госистархив Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, 2024 г.

Loading...