ПРЕДИСЛОВИЕ СПИСОК СОСТАВИТЕЛИ
Письмо: 1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  ЯКОВЛЕВ МИХАИЛ ЯКОВЛЕВИЧ
  • Оригинал
  • Перевод

М.Я. Яковлев красноармеец çемйине çырнă çыру

1941 çул, юпа уйăхěн 27-мěшě

Ырă кун, чунтан юратнă, нихăçан асран кайман хаклă – тăван çемье!
Малтанхи эретре сире пурне те пысăк тата хěрÿллě салам.
Паян, 27.10.1941 çул, эсир 13.10 çырнă çырăва илсе вуларăм, интересно таçта çапкаланса çÿренě, унтан кайран çырнă çырусене (3) илсе вуларăм. Пěр çыру вуланă чух анчах чисти килте сирěнпе пěрле ларса вуланă пек туйăнать, вуласа пěтерсен çук. Ну тата час-часах тěлěкре килте çÿретěп пек. Çав анчах пулě савăнасси те хальхи вăхăтра. Малашне тен вăрçă хыççăн сывă тавăрăнсан мěнле пулě. Мěн пулни-иртнисене аса илсен тата малашнехи пурнăçсем мěнле пуласси çинчен шутласан чун хурланать те, ним тума та çук. Ну вăт, паян 24.10, çак Карповкăра юлашки кунсем пурăнатпăр. 29.10-31.10 испытани, уншăн питех «тăрăшатăп». Испытани тытичченех хăшěсене уже звани панă, большинство политрук.
Çавăн пекех кама ăçта ěçлеме юрăхлине те палăртнă тет, анчах пирěн телейсем темле таçталла каймалла, темле пурнăçпа пурăнмалла пач та пěлместěп и воображать та тумастăп. Тухса кайнă чух телеграмма паратăп – «Выезжаю» тесе. Паян пирěн выходной, мěншěн тесен 25-26.10 поход пулчě. Пěр 60 çухрăм яхăн «тăшмана» хăваласси заняти пулчě. Çěрле вăрманта çывăртăмăр, анчах пěр чěр ыйăх та çывăрман. Чылай ывăнтăм, килте пулсан пěр эрне «чирлесе» выртмалла. Питě тěлěнмелле, уйра вырман тулăсем питě нумай, е машинпа вырнă та çыхман, çаплипех выртаççě. Ялсем витěр тухнă чух карчăксем урама тухса макăрса тăрса юлаççě.
Ну урăх тата мěн çырас-ши? Да, Юрий янă яблокăна илтěм, иккěшне каялла хамăн япаласемпе Юрий валли ярас тесе пуçтарса хунăччě, ытла ним ямалли çукран, анчах çěрсе кайнă. Шкулта вěренес настроени çук пулě те, как-нибудь вěрентěр – вěренěр. Тем чул йывăр пулсан та ман çак çут тěнчере питě пурăнас килет, тен ыран е тепěр кун та пулсан савăнаçлă пурнăç пулě. Çыру çырăр, хăвăран обратный адреса кăтартса.
Ну, çитě, сывă пулăр.
Салампа Сирěн Миша Яковлев.
27.10.1941 г. Местечко Карповка.

Семейный архив Ф.И. Яковлевой. Подлинник.

© БУ «Госистархив Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, 2024 г.

Loading...